Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче «Чӑваш Енӗн пултаруллӑ ачисем» республикӑри фестиваль иртӗ. Ун вӑхӑтӗнче музыка шкулӗсене тата ӗнер шкулӗсене музыка инструменчӗсем туянма сертификат парӗҫ.
Кун пек мероприятие 2011 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Вӑл пултаруллӑ ачасене тупса палӑртас, вӗсен пултарулӑхне аталантарма пулӑшас тӗллев лартать. Виҫӗ ҫулта унта художество тата музыка шкулӗсенче, ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗсенче ӑс пухакан 300 ытла ача хутшӑннӑ. Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенчи, Йӗпреҫ, Куславкка тата Ҫӗрпӳ районӗсенчи ачасем хастарлӑхпа уйрӑмах палӑраҫҫӗ иккен.
Фестивале маларах асӑннӑ институт тата Акцыновсен ячӗллӗ Шупашкарти ача-пӑча художество шкулӗ йӗркелеҫҫӗ.
Мероприятин тӗп уйрӑмлӑхӗ ӳнерӗн тӗрлӗ енӗпе хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ май ӑна эссе е монолог урлӑ уҫса памалла.
Ача-пӑча музыка шкулӗсемпе ӳнер шкулӗсем валли музыка инструменчӗсем туянма республика тата федераци хыснинчен укҫа уйӑрса парӗҫ. Юлашки икӗ вун ҫулта пуҫласа паха тата хаклӑ 100 инструмент туянса парӗҫ. Ҫав шутра — 5 фортепиано, 15 балалайка, 10 домра, 20 скрипка, 18 аккордеон тата 31 баян.
Кун пирки «Хыпар» хаҫат пӗлтерет. Республикӑна 15 БМВ автомобильпе Мускавран патшалӑхӑн автонинспекцийӗн ӗҫченӗсем килсе кайнӑ. Теприсем «Вӗсем водительсене тустараҫҫӗ кӑна!» — тесе те сас-хура кӑларнӑ иккен.
«Тахӑшӗ Мускавсем «чӗрнеллӗ» резинӑллӑ машинӑсен водителӗсене — вун-вун ҫынна — «Ш» паллӑсӑр пулнӑшӑн штрафланӑ тесе ҫырнӑ та — пуҫланнӑ вара! Шупашкарти лавккасенче хайхи «Ш» паллӑсем юлман-мӗн — пӗтӗмпех туянса пӗтернӗ. Ҫакна хам та асӑрхарӑм: халӗччен автомобильсем ҫинче ҫав паллӑсем курӑнсах каймастчӗҫ, тӗп хула инспекторӗсем килсен вара «Ш»-па паллӑ тунисем — шӑкӑрин. Мускавран килнӗ инспекторсенчен пӗринпе калаҫатӑп та — кулать: «Эпир унашкаллишӗн никама та чарман-ҫке...» Вӑт, сас-хура вӑйӗ мӗнешкел!», — тесе хыпарлать пичет кӑларӑмӗ.
Эрнекун вӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрпа Пӑрачкав тӑрӑхӗсенче пулнӑ, шӑматкун — Канашра, вырсарникун — Патӑрьелте. БМВсен «эшкерӗ» Вӑрмар, Тӑвай районӗсем тӑрӑх та ҫаврӑнчӗ.
Мускавран килнӗ Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерствин ҫулҫӳрев хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен ятарлӑ тӗллевлӗ центрӗн уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Сергей Волков Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ иккен, Мускава куҫиччен чылай ҫул республикӑра ДПС полкне ертсе пынӑ.
Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Великановсем пӗрле 75 ҫул пурӑннине уявланӑ. Пулас мӑшӑр Чулхула облаҫӗнче 1937 ҫулта паллашнӑ. Вӗсем виҫӗ ывӑла ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ 7 мӑнукпа, вӗсен 7 ачипе киленеҫҫӗ.
Великановсем 75 ҫул пурӑннине кӑна мар уявланӑ. Ҫемье пуҫӗ Иван Иванович 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл Мӑкшӑ Республикинче ҫуралнӑ, 1941 ҫулта вӑрҫа кайнӑ. Мускава, Тулӑна тата ытти хулана хӳтӗленӗ ҫӗре хутшӑннӑ. Паттӑрлӑхне кура ӑна орден-медальпе чысланӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ. Десятникран директор ҫумӗ таран ӳснӗ. Вӑл — ӗҫ ветеранӗ. Пӗтӗмпе вӑл 45 ҫул ӗҫленӗ.
Мӑшӑрӗ Клавдия Петровна та ӗҫ ветеранӗ. Вӑл бухгалтерта, шутҫӑра, паспортисткӑра ӗҫленӗ.
Ӗнер Шупашкар хула администрацийӗнче ӳнер пирки калаҫу пынӑ. Кампа? Раҫҫей театрӗн тата киновӗн актерӗ Анатолий Гущин журналистсемпе тӗлпулнӑ.
Анатолий Гущин Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ. Шкул хыҫҫӑн вӑл Щепкин театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Халӗ ентеш Мускавра ӗҫлесе пурӑнать. Анатолий Гущин театрта тата кинора чылай роле калӑпланӑ. Вӑл «Гагарин», «Вий», «Первый в космосе», «Грозовые ворота» картинӑсенче ӳкерӗннӗ.
Анатолий Гущин Юрий Спиридонов режиссерӑн «Обочина» чӑваш фильмӗнче те ӳкерӗннӗ. Вӑл картинӑна ырланӑ. Актер ҫав фильмӑн ӳкерӳ вӑрттӑнлӑхӗсемпе журналистсене паллаштарнӑ.
— Эпир унпа паллашрӑмӑр, тепӗр кун ресторанра тӗлпулма калаҫса татӑлтӑмӑр. Эпӗ сценари ыйтрӑм. Анчах вӗсем ӑна пӗр каҫра ҫырма шантарчӗҫ. Вӗсем 5 страница ҫырчӗҫ, сцена шухӑшласа кӑларчӗҫ. Ҫапла сӗтел хушшине ларса 5 страницӑллӑ сценӑна ӳкертӗмӗр, — аса илнӗ Анатолий Гущин.
Хула администрацийӗ актера тӑван тӑрӑхне татӑшрах килме ыйтнӑ. Леонид Черкесов ҫитес тӗлпулӑва ачасемпе йӗркелеме палӑртнине пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ ращинче йывӑҫ кӗлепесене пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ чухне тӳнтерни пирки ҫырнӑччӗ-ха. Ун чухне вӗсене вандалсем тӳнтернине ҫирӗплетсе калама ҫукчӗ. Ара, ҫил вӑйлӑччӗ те.
Хальхинче «Про Город» редакцине Наталья Смирнова ҫитнӗ. Вӑл ращари кӳлепесене каллех вандалсем тӳнтерни пирки каласа кӑтартнӑ. Экоаллейӑри скульптурӑсене виҫҫӗмӗш хут тӳнтереҫҫӗ-мӗн. РусГидро лартнӑ видеокамерӑсем тӗттӗме пула ӗҫлемеҫҫӗ-мӗн. Ӑна пӑрлӑ ҫумӑр сиенлетнӗ. Вандалсем ҫавӑнпа усӑ курнӑ та ӗнтӗ.
Хальхинче вандалсем 10 кӗлепене тӳнтернӗ, ҫӗр ҫумне ҫирӗплетнӗ метала кӑкланӑ. Тӗкӗрҫ ращин директорӗ Флавьян Воронов ЧР ШӖМне тата прокуратурине ыйту ҫырнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн экологи хӑрушсӑрлӑхӗн пай пуҫлӑхӗ Андрей Ширшов та питӗ кӑмӑлсӑр. РФ ШӖМӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмӗн штаб пуҫлӑхӗ Александр Алексеев сӑтӑр тӑвакансене тупма шантарнӑ. Халӗ ращана талӑкӗпех сыхлаҫҫӗ-мӗн.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӗрмере ларакан савнийӗ патне каяссишӗн тухтӑртан суя справка илнӗ. Унпа темиҫе талӑклӑха тӗл пулас тесен курнӑҫӑва нумайлӑха пыракан ҫынтан ӳт-тирпе венерологи чирӗпе аптӑраманнине ӗнентерекен справка ыйтаҫҫӗ иккен. Хӗрарӑм те чирлӗ пулнӑ вара, те тӗрӗслев витӗр тухас килмен — дерматолог-венеролога 1 пин тенкӗ тыттарнӑ та лешӗ хайхие таса-сывӑ тесе справка ҫырса та панӑ.
Суя справка ҫырса ларакан тухтӑра суд 40 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне тухтӑра сывлӑх сыхлав органӗсенче 2 ҫул ӗҫлеме чарнӑ.
Эрнекун Ҫӗнӗ Шупашкарта Ашшӗ-амӑшӗн аслӑ канашӗн ларӑвӗ иртмелле. Ӑна Хӗрарӑмсен республикӑри канашӗпе Чӑваш Республикинчи ашшӗсен канашӗ пӗрле пулса йӗркелеҫҫӗ. Кун пек мероприяти республикӑра пӗрремӗш хут иртет.
Аслӑ канаш ҫамрӑк ӑрӑва пырса тивекен ыйтусене: ҫемье йӗркелессине, сывӑ тата телейлӗ ачасем ӳстерес тесен мӗн тумаллине — сӳтсе явмалла. Ҫемье пурнӑҫне йӗркелесе пыма пӗлменнипе ӑнланманлӑх сиксе тухни вӑрттӑнлӑх мар.
Ҫирӗп ҫемье ҫавӑрас текенсене вӗренӳ заведенийӗсенчи специалистсем пулӑшма пултараҫҫӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӗсем «Телейлӗ ҫемье менеджменчӗ» тата «Пултаруллӑ ачан телейлӗ ашшӗ-амӑшӗ» системӑллӑ курс хатӗрленӗ-мӗн те теорири пӗлӳ пурнӑҫра пулӑшасса шанаҫҫӗ курӑнать.
Анлӑ ларӑва вӗренӳ учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем, аслӑ шкулсемпе коллеждсенче ӑс пухакансем, хӗрарӑмсен тата ашшӗсен канашӗн районсенчи тата хуласенчи уйрӑмӗсен ертӳҫисем хутшӑнмалла.
Ҫӗнӗ Шупашкарта экоаллея уҫӑлни пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Масӑллӑ информации хатӗрӗсем кун пирки чылай ҫырчӗҫ, халӗ ҫав вырӑна вандалсенчен сыхламаллине те асӑрхаттарчӗҫ.
Шел те, ҫак кунсенче экоаллейӑри палӑксем ӳкнӗ. Те ӳкнӗ… Ҫирӗплетсе калама ҫук. Ҫак кунсенче пӑрлӑ ҫумӑр ҫурӗ, ҫил вӑйлӑ пулчӗ те МИХсем палӑксем ӳкнин сӑлтавне тӗрлӗрен ӑнлантараҫҫӗ.
Пӗрисем ӑна вандалсем тӳнтернӗ теҫҫӗ. Теприсен шухӑшӗпе, вӗсем ҫиле пула ӳкнӗ. Кун пирки «Ҫыхӑнура» канашлура та тавлашаҫҫӗ. Унта икӗ тӗрлӗ ҫирӗплетеҫҫӗ.
Ку вандалсен ӗҫӗ-и е ҫанталӑк «хӑланӑвӗ»-и — калама ҫук, анчах палӑксене юпан 19-мӗшӗнчи каҫ тӗлне каялла вырнаҫтарса лартнӑ.
Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш наци телекуравӗ 3 ҫул тултарнӑ. Ҫак тапхӑрта республика ҫыннисем патне тележурналистсем тӗрлӗ кӑларӑм илсе ҫитернӗ.
Телекурав пурнӑҫа терлӗ енлӗн ҫутатма тӑрӑшать: экономика, социаллӑ ыйту, спорт, культура… Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче телекурав анлӑрах сарӑлма тытӑннӑ. Халӗ Наци телекуравне Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Сӗнтӗрвӑрринче, Куславккара, Ҫӗрпӳре, Кӳкеҫре, Тӗрлемесре, Сӑнав поселокӗнче курма пултараҫҫӗ.
Ҫитес вӑхӑтра телекурава Улатӑра, Ҫӗмӗрлене, Етӗрнене, Вӑрнара, Йӗпреҫе илсе ҫитересшӗн. Халӗ вара Наци телекуравне пурте тӗнче тетелӗнче курма пултараҫҫӗ.
«Ҫумӑр» мим-театр сцени ҫинче Чулхула артисчӗсем спектакль пӗрремӗш хут кӑтартнӑ. Олег Бурлаков режиссер Ҫӗнӗ Шупашкара ачасем валли «Тӗлӗнтермӗш ҫулӗ» постановка илсе килнӗ.
Сюжет ансат. Артистсен труппи кивӗ фургонта пырать, ӑнсӑртран полицейский ҫине кӗрсе каять. Фургона ыйхӑллӑ ӗне туртать. Айӑпран хӑтӑлас тесе вӗсем «цирк» кӑтартаҫҫӗ.
Актерсем труппӑра тӗрлӗрен. Вӗсем кашни расна ҫӗрте вӗреннӗ. Кашнин — хӑйӗн пултарулӑхӗ. «Ҫумӑр» мим-театр режиссерӗ Чулхула артисчӗсене Ҫӗнӗ Шупашкара ахальтен чӗнмен — вӗсем иккӗшӗ те пӗр жанрпа — пантомимӑпа — ӗҫлеҫҫӗ.
Чулхула артисчӗсен гастролӗ вӗҫленнӗ. Анчах шупашкарсемпе ҫӗнӗ шупашкарсене урӑх парне кӗтет: клоунада, пантомима, пластика фестивалӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |